Республикӑри ытти район-хулапа танлаштарсан Ҫӗрпӳ районӗнче ӗҫсӗр ҫынсем сахал. Унта ахаль лариччен кӗрӗк арки йӑвалама ӑнтӑлакансене пуринчен сахал шута илнӗ. Ҫӗрпӳ тӑрӑхӗнче ӗҫсӗрлӗх шайӗ 0,21 процент кӑна иккен. Куславкка тата Комсомольски районӗсенче те ӗҫсӗррисем сахал: 0,28-шар процент кӑна.
Паянхи куна илсен республикӑра официаллӑ майпа 4935 ӗссӗр ҫынна шута илнӗ. Ку вӑл вӑйпттисен 0,74 проценчӗ пулать.
Кашни ӗҫсӗр пуҫне миҫӗ ваканси пуррине те шута илсе пыраҫӗ. Ку цифра республикӑра 0,32 единицӑпа танлашать. Ҫак цифра Комсомольски районӗнче — 0,16 единица, Куславкка районӗнче — 0,16 единица, Ҫӗрпӳ районӗнче — 0,14 единица. Тепӗр майлӑ каласан, вӑл районсенче ӗҫ тупма ҫӑмӑлрах теме пулать.
Анчах ку вӑл — официаллӑ цифрӑсене ӗненсен. Ӗҫ сӗнекенсем, тӗрӗссипе, епле специальность пуррине, миҫерине те пӑхаҫҫӗ, пули-пулми илме васкасах каймаҫҫӗ.
Кӑҫал кӗрхисене пирӗн республикӑра 100 пин гектар акса хӑварма палӑртнӑ. Эрнекуна илсен, 91,1 пин гектарӗ валли ҫӗре сухаласа хатӗрленӗ те ӗнтӗ. Процентпа пӑхсан, ку вӑл 91,1 процент тенине пӗлтерет. Ӗҫ кӑтартӑвне ЧР Ял хуҫалӑх министерстви иртнӗ ҫулхипе те танлаштарса кӑтартнӑ: ҫулталӑк каялла планпа пӑхнин 82,5 процентне хатӗрленӗ пулнӑ.
Вырма хуҫалӑхсенче вӗҫленсе пырать. Маларах асӑннӑ министерство район администрацийӗсем пӗлтерни тӑрӑх хыпарланине ӗненсен, хуҫалӑхсемпе фермерсем тӗштырӑпа пӑрҫа йышши культурӑсене 98,4 процент ҫапса тӗшӗлеме ӗлкӗрнӗ. Кунта куккуруса кӗртмен. Хӑш-пӗр хуҫалӑхра ӑна симӗс апатлӑх кӑна мар, тӗшӗлеме те ӳстереҫҫӗ.
Тыр-пула Улатӑр, Патӑрьел, Йӗпреҫ, Канаш, Куславкка, Комсомольски, Сӗнтӗрвӑрри, Вӑрмар, Шӑмӑршӑ, Елчӗк районӗсенче вырса пӗтернӗ.
Чӑваш Енре уҫӑ тӳпе айӗнчи кинофестивале пӗрремӗш хут йӗркелеҫҫӗ. Малашне кунашкал мероприятие тӑтӑшах ирттересшӗн.
Проекта Раҫҫейри Кино ҫулталӑкӗпе килӗшӳллӗн хатӗрленӗ. Ӑна пурнӑҫламашкӑн 100 пин тенкӗ уйӑрнӑ.
Пӗрремӗш фильма авӑн уйӑхӗнче Шупашкарта кӑтартӗҫ. Кино-караван Вӑрмар, Ҫӗмӗрле, Куславкка районӗсене, Ҫӗнӗ Шупашкара та ҫитӗ. Фестиваль программине Никос Зервас кӗнеки тӑрӑх ӳкернӗ патриотлӑх фильмӗсене кӗртнӗ ӗнтӗ.
Чӑваш Енре пурӑнакансене наци кинематографӗн ҫитӗнӗвӗсемпе те паллаштарӗҫ.
«Пӗрисем акара тӑрмашаҫҫӗ, теприсем ташласа юрлаҫҫӗ», — тесе ҫырнӑччӗ маларах Чӑваш халӑх сайчӗ. Унта Куславкка районӗнчи Карачра агитбригада ӗҫе тытӑннине пӗлтернӗччӗ.
Хӗрсе уй-хирпе йӗтем ҫинче тар тӑкнӑ чух юрласа-ташлаканӗсем ытти тӑрӑхра та пур. Турра шӗкӗр, механизаторсемпе комбайнерсем алла купӑс илсе юрӑ ӗнӗрлесе лармаҫҫӗ. Юрӑ-ташӑпа ҫӳрекенӗсем — вырӑнти Культура ҫурчӗн ӗҫченӗсем. Совет самани вӑхӑтӗнче пуҫланнӑ агитбригада юхӑмӗ юлашки ҫулсенче ҫӗнӗрен чӗрӗлсе илчӗ.
Вырӑнти агитбригада Шӑмӑршӑ районӗнчи «Исток» хуҫалӑха та пынӑ. Ял тӑрӑхӗнче ҫакна юрӑ-ташӑпа хавхалантарни тесе хаклаҫҫӗ.
Хуҫалӑхра ӗҫлекенсем концерт пӑхнӑ кӑна мар, вырӑнти артистсемпе пӗрле сӑн та ӳкерӗннӗ.
Ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗнче 17 сехет тӗлӗнче Чӑваш Енре нумай хваттерлӗ ҫурт ҫунма тытӑннӑ.
Ку Ҫӗмӗрле хулинчи Банк тӑкӑрлӑкӗнчи 4-мӗш ҫуртра пулнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулӑм электричество сетӗнче напряжени тӑрук улшӑннипе сиксе тухнӑ. Куншӑн вара ҫиҫӗм «айӑплӑ». Телее, пушара алхасма паман. МСЧ ӗҫченӗсем ҫулӑма 5 минутрах сӳнтернӗ.
Ҫав кунах ҫурҫӗр иртни 2 сехет те 11 минутра Куславкка районӗнчи Тӗрлемес ялӗнче урапа ҫуннӑ. Паллӑ мар ҫынсем ӑна юри чӗртсе янӑ. Халӗ лару-тӑрӑва уҫӑмлатаҫҫӗ.
Тухтӑрсем Чӑваш Енри ачасен куҫӗ ҫулсерен япӑхса пынине асӑрханӑ. Капла пӗтӗмлетӳ патне вӗсем ачасене иртнӗ ҫул профилактика тӗллевӗпе медосмотр кӑларнине тишкернӗ май ҫитсе тухнӑ.
Иртнӗ ҫул 231 пин ачана тӗрӗсленӗ. Вӗсен сывлӑхне куҫ курасси япӑхса пыни тата ҫурӑм шӑмми авӑнни самай сиен кӳрет. Шӑпах ҫак икӗ амакӗ тӗпрен илсен сиен кӳрет те.
Куҫ кураслӑх япӑхнин шайӗ Раҫҫейринчен пирӗн патра 1,5 хут пысӑкрах-мӗн. Шкула кайма тытӑннӑ хыҫҫӑн куҫ кураслӑх ҫулсерен чакса пырать. Ку пӑтӑрмах ача 15 ҫула ҫитичченех тӑсӑлса пырать.
Территорисене илсе чи ӑнӑҫсӑррисен йышне Ҫӗнӗ Шупашкар, Шупашкар, Канаш хулисем, Ҫӗрпӳ, Куславкка, Муркаш, Йӗпреҫ, Сӗнтӗрвӑрри, Шупашкар, Красноармейски, Ҫӗмӗрле районӗсем лекнӗ.
Ҫак кунсенче Чӑваш радио корреспонденчӗ Иван Перов пирӗнтен уйрӑлса кайнӑ. Кун пирки хӑйӗн страницинче Марина Карягина тележурналист пӗлтерет.
«Радиоитлекен 36 ҫул хушши унӑн сассине куллен илтсе тӑнӑран ӑна тӑван пек туйнӑ. Тивӗҫлӗ канӑва вунӑ ҫул каяллах тухнӑ пулин те, канӑҫсӑр журналист илӗм-тилӗм, ҫутӑлнӑ-ҫутӑлман пуринчен малтан ӗҫе ҫитетчӗ. Кунӗн-ҫӗрӗн хыпар кӑларӑмӗсем хатӗрлесе эфира кӑларнисӗр пуҫне «Здоровье», «Юхма енӗм — Патӑрьел», «Права потребителя», «Хамӑр ял» радиоярӑмсем ертсе пыратчӗ. Кашни самантра шӳтлемелли тупатчӗ, шӳчӗсене ҫийӗнчех сӑвӑлла кӗвӗлесе калама ӑстаччӗ...» — аса илет журналист пурнӑҫне Марина Карягина.
Журналистпа ыран, утӑн 22-мӗшӗнче, 11 сехетре «Ритуальные услуги» МУП ҫуртӗнче (Граждан урамӗ, 19 ҫурт) сывпуллашӗҫ.
Перов Иван Николаевич 1945 ҫулхи раштавӑн 30-мӗшӗнче Куславкка районӗнчи Кунер ялӗнче ҫуралнӑ. 1961 ҫулта Карачри вӑтам шкула пӗлӳ илнӗ. 1973 ҫулта Чӑваш патшалӑх университечӗн историпе филологи факультетӗнче аслӑ пӗлӳ илнӗ. Ун хыҫҫӑн Вӑрмар районӗнчи шкулсенче ачасене вӗрентнӗ.
Муниципалитетсене ертсе пыракансен тата муниципалитет служащийӗсен Республика кунӗ тӗлӗнче канма вӑхӑт пулман. Ҫӗртмен 25-мӗшӗнче, сӑмахран, вӗсем асӑннӑ ӗҫре тӑрмашакансен IX кунне хутшӑннӑ. Кӑҫал ӑна Куславкка районӗнчи Ҫӗньял ялӗнче ирттернӗ.
Мероприятине хутшӑннӑ республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев Чӑваш Ен пуянсене укҫа-тенкӗ хывма илӗртӳллӗ регион пулнине, влаҫра ларакансем халӑх пурнӑҫне лайӑхлатассишӗн ҫине тӑрса ӗҫленине палӑртса хӑварнӑ.
Тӗрлӗ тупӑшӑва тухнисен утӑ ҫулма та, мечӗк хӑвалама та тивнӗ. «Пӑхаттир пуҫлӑх» номинацире ку ята Шупашкар районӗнчи Кӑшавӑш ял тӑрӑхне ертсе пыракан Сергей Мульдияров ҫӗнсе илнӗ, иккӗмӗш вырӑнта — Тӑвай районӗнчи Йӑнтӑрччӑ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Анатолий Семенов, виҫҫӗмӗшӗнче — Вӑрнар районӗнчи Мӑн Явӑш ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Андрей Васильев.
Хутӑш эстафетӑра Шупашкар районӗ мала тухнӑ, иккӗмӗшӗнче — куславккасем, виҫҫӗмӗшӗнче — сӗнтӗрвӑррисем.
Кӑҫал чӑваш писателӗ Никифор Мранька ҫуралнӑранпа 115 ҫул ҫитет. Ҫавна май Канаш районӗнчи Атнаш вулавӑшӗнче «Чӑваш прозин улӑпӗ» буклет кӑларнӑ.
Ку пысӑках ӗҫ мар пулин те вӑл ҫамрӑксемшӗн, ҫитӗнекен ӑрушӑн усӑллӑ. Буклетра пистелӗн кун-ҫулӗ тата пултарулӑхӗ пирки ҫырнӑ.
Никифор Мранька драматург та, киносценарист та. Вӑл Октябрьти социализм революцине хутшӑннӑ, Граждан тата Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫисенче пулнӑ.
Никифор Мранька Куславкка районӗнчи Пилешкасси ялӗнче ҫуралнӑ. Грузчикре те, Ял канашӗн исполком председателӗнче те ӗҫленӗ. Вӑл киносценаристсен курсне пӗтернӗ. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн кинохроника студийӗн директорӗ пулнӑ. Писатель район хаҫатӗнче те ӗҫленӗ.
Пултарулӑх анине вӑл пӗчӗк драмӑсемпе тата публицистика пьесисемпе кӗнӗ. Унӑн чи пысӑк ӗҫӗ — «Ӗмӗр сакки сарлака» роман.
Шупашкарти Трактор тӑвакансен культура керменӗн Республикӑри халӑх пултарулӑх центрӗ «Пирӗн ҫӗрӗн ҫыннисем» республикӑри конкурса пӗтӗмлетнӗ.
Ӑмӑрту нарӑс уйӑхӗнчен пуҫласа ака уйӑхӗччен тӑсӑлнӑ. Унта фото- тата видеоматериалсене йышӑннӑ.
Хӑйсен пултарулӑхне кӑтартас шухӑшлисем 35-ӗн тупӑннӑ. Ӗҫсене Элӗк, Куславкка, Комсомольски, Красноармейски, Муркаш, Шупашкар, Етӗрне, Елчӗк, Тӑвай районӗсенчен тата Канашпа Шупашкар хулинчен ҫитернӗ.
«Чи лайӑх сӑнӳкерчӗк» номинацире пӗрремӗш вырӑна Комсомольски районӗнчи Элпуҫӗнчи культура ҫурчӗн заведующийӗ Елена Комиссарова йышӑннӑ, иккӗмӗш вырӑна Етӗрне районӗнчи Кӑкшӑмри Елена Шарова тухнӑ,
виҫҫӗмӗшӗнче — Шупашкар районӗнчи Тренккассинчи Валентина Егорова тата Тӑвай районӗнчи Кивӗ Элпуҫӗнчи Антонина Ефимова.
«Чи лайӑх видео тата фильм» номинацире пӗрремӗш степеньлӗ диплома Элӗк районӗнчи Алена Судмана тивӗҫнӗ, иккӗмӗш степеньли — Канаш хулинчи 7-мӗш вӑтам шкулти 2-мӗш класра вӗренекен Яна Чернован, 3-мӗш степеньли — Муркашри вӑтам шкулти вырӑс чӗлхи вӗрентекен Наталия Ястребован.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ.
| Абзалов Ринат Абзалович, биологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Владимир Николаевич, Чӑваш Республикин Вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министрӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |